Çитес çĕре çитме пулать
Çулла çитсен халăха турттаракан транспорт çӳремелли йĕрке улшăнать. Хушма маршрут та уçăлать. Çакăн пирки влаçра тăрăшакансен тунти кунсерен иртекен ларăвĕнче калаçрĕç.
Чăваш Енре 418 маршрутпа халăха турттараççĕ. Вĕсенчен 33-шĕ сад пĕрлешĕвĕсене çитеççĕ. Шупашкарта сад-пахчана 25 автобуспа тата 16 троллейбуспа çитме пулать. Йăлăма вара 2 маршрутка çӳрет. Чукун çул транспорчĕ те халăха турттарать. «Шупашкар – Канаш», «Канаш – Улатăр», «Канаш – Хусан» пĕтĕмпе 7 çулпа кирлĕ çĕре çитме пулать. Хулаçум поезчĕсемпе Шупашкар тата Çĕрпӳ тăрăхĕсенче вырнаçнă сад-пахчана çитме май пур. Çулла çитсен шыв çийĕн те çул хывăнать. «Шупашкар – Сосновка», «Шупашкар – пляжăн сулахай çыранĕ» маршрутсене республикăра пурăнакансем кăмăллаççĕ. «Валдай» юхан шыв транспорчĕ вăй илсе пырать. Кăçал шыв çийĕн тĕрлĕ хулана каякан çулсем уçасшăн. Çул укçи ытла ан «çырттăр» тесе республика хыснинче 24 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Субсидие шыв транспорчĕпе ĕçлекен пĕрлешӳсене парĕç. Шупашкартан Мускава, Санкт-Петербурга, Сочие самолетсем вĕçеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнчен ытлари кунсерен Сургута та «тимĕр кайăкпа» çитме пулĕ.