Асфальт сартарасшăн
Пирĕн редакцие Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 31-мĕш çуртра пурăнакансем шăнкăравларĕç. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ вĕсем тĕрлĕ управляющи компание, хула администрацине пулăшу ыйтса çыраççĕ. Кунта пурăнакансен пĕр ыйту çеç - картише хăтлăх кĕртесшĕн вĕсем.